Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 -12.7 °C
Ватти ҫук та — латти ҫук.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Нарӑс уйӑхӗ

Нарӑсра вӑйлӑ ҫилпе кастаракан ҫил-тӑман хӳтлӗх тупса ӑшӑнасси ҫинчен тӑтӑшах асӑрхаттарать, ҫавӑнпа ку уйӑха кӗҫӗн кӑрлач тесе те хаклаҫҫӗ. Нарӑсра икӗ тус: сивӗ тата ҫил-тӑман. Нарӑсӑн пӗр ыйту: санӑн тӑлӑппа кӑҫатӑ пур-и? Нарӑс — улшӑнуллӑ уйӑх: пӗрре мӑн кӑрлачла хӑтланать, тепре пуш уйӑхнелле туртӑнать; пӗрре сивӗпе тӳпелесе илет, тепре ӑшӑпа ҫупӑрлать. Нарӑс — хӗл мӑйракине хуҫаканни, хӗл кунӗсене вӗҫлекенни, ҫурхи кунсене ҫул кӑтартаканни. Нарӑс — тайлӑк-сулӑнчӑклӑ ҫулсемпе аскӑнчӑк ҫилсен уйӑхӗ. Нарӑсра хӗлпе ҫур тӗл пулаҫҫӗ. Нарӑс уйӑхне шартлама сивӗсемшӗн — хаяр, нумай юр ҫунӑшӑн — юрлӑ теҫҫӗ, хӗлпе ҫур хушшине палӑртнӑшӑн мишавай ятпа та чыслаҫҫӗ. Ҫак уйӑхри ҫанталӑк кӗр мӗнле пулассине. систерет: лӑпкӑ е сӑлпӑранлӑ. Вӑл ҫил-тӑманпа вӑйлӑ, пуш уйӑхӗ — тумла юхнипе. Нарӑс вӗҫӗнче кукӑрсӑмса ҫура кӑларать, шампа пулӑ вӑлча сапать.

  • Сивӗ мӗн тери хаяр, юр ҫӑвасси ҫав тӗри катара.
  • Ирхине хӗвел хӗрелсе тухсан ҫил-тӑман тухма пултарать.
  • Ирхи шурӑмпуҫ ялтӑркка ҫутатсан — сивӗтессе, имшер пулсан — ӑшӑтасса.
  • Хӗвел пӗлӗт хыҫне ансан — юр ҫӑвасса.
  • Хӗвел тавра тӗтреллӗ ункӑ амалансан ҫил-тӑманлӑ ҫанталӑка кӗтмелле.
  • Пӗлӗтсем ҫиле хирӗҫ куҫаҫҫӗ пулсан — юр ҫӑвасса.
  • Йывӑҫ турачӗсем пасарса ларсан ҫанталӑк сивӗтет, таврана тӗтре карсан — ӑшӑтать.
  • Ҫӗрле йывӑҫсене пас тытсан кӑнтӑрла юр ҫумасть.
  • Ҫил ҫук ҫӗртенех мӑрьерен тухакан тӗтӗм ҫӗрелле анать пулсан юр ҫӑвасса кӗтмелле, тӳрремӗнех ҫулелле хӑпарсан — сивӗтессе. Хӗллехи кун аслати авӑтсан вӑйлӑ ҫил тухасса.
  • Юр ҫунӑ чух йывӑҫсемпе тун-катасен ҫумне ҫыпӑҫни ҫанталӑк ӑшӑтасса пӗлтерет.
  • Каҫ еннелле ҫил вӑйлансан ҫанталӑк пӑсӑлма пултарать.
  • Ҫанталӑк ӑшӑтас умӗн йытӑ юр ҫинче выртма юратать.
  • Сивӗре лаша чӗрнисем тарласан /пас тытсан/ — ӑшӑтасса.
  • Хаяр сивӗсем умӗн пакшасем пӗр йӑвана темиҫен пухӑнаҫҫӗ.
  • Ҫанталӑк ӑшӑтас умӗн пӗр талӑк малтан шӑшисем юр ҫине тухма пуҫлаҫҫӗ.
  • Мулкач сад пахчине кӗрет пулсан хаяр сивӗсем часах пӗтмеҫҫӗ.
  • Чӑхсем ирех кашта ҫине хӑпарса ларсан — сивӗтессе, мӗн тери ҫӳлерех лараҫҫӗ — ҫав тери сивӗрех пулать.


 
Категорисем: Нарӑс
 
Статья каҫми :: Пичет версиӗ

Admin тӳрлетнӗ, информацие 2011-02-26 09:23:45 вӑхӑтра улӑштарнӑ. 3561 хут пӑхнӑ.
Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем